Чӑваш Енри ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх предприятийӗсем электроэнергишӗн тӳлес килменнипе панкрута тухаҫҫӗ. Ҫак уйӑхӑн пуҫламӑшӗнче республикӑн энергосбыт компанийӗ ҫакнашкал пӗтӗмлетӳ тунӑ. Цифрӑсене вӑл нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне илсе кӑтартнӑ-ха.
Чӑваш Енри ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх предприятийӗсен парӑмӗ 640 млн тенкӗрен иртнӗ. Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне вӑл 613,3 млн тенкӗ пулнине шута илсен парӑм ӳсни куҫкӗрет.
Энергосбыт асӑрханӑ тӑрӑх, парӑма кӗнисен панкрута тухас йӑла пур. Муниципалитет пурлӑхне шанчӑксӑр ҫынсене параҫҫӗ те тӗрлӗ тулли мар яваплӑ обществӑсемпе муниципалитетӑн унитарлӑ предприятийӗсем йӗркелеҫҫӗ имӗш.
Чӑваш Енӗн Арбитраж сучӗ Элӗк районӗнчи «ТеплоЭнергосервис» (нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне энергетиксен умӗнчи парӑм 2,68 млн тенкӗ пуҫтарӑннӑ), Куславкка районӗнчи «Теплоснаб» (11,89 млн), Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи «Городок» (2,95 млн), Улатӑрти «Вода» тата «Сети» (27,5 млн тата 1,22 млн), Канашри «Водоканал» тата «Каналсеть» (28,46 млн тата 5,28 млн), Ҫӗмӗрлери «Теплоэнерго» (46,94 млн) тӗлӗшпе панкрут тесе йышӑннӑ.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Октябрьски ялӗнче пурӑнакан Щербаковсене РФ Президенчӗ Владимир Путин «Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ» орденпа чысланӑ.
Геннадий Васильевич тата Руфина Тимофеевна тӑватӑ хӗрпе икӗ ывӑла ура ҫине тӑратнӑ ашшӗ-амӑшӗ тӑрӑшнипе кашниех аслӑ пӗлӳ илме, юратнӑ ӗҫ тупма, пурнӑҫӑн анлӑ ҫулӗ ҫине тӑма пултарнӑ. Ачисем шкулта вӗреннӗ чухне те маттур пулнӑ, мероприятисене хастар хутшӑннӑ.
Геннадий Васильевич 1960 ҫултанпа савутра арматурщикра ӗҫленӗ.. 1968 ҫулта ӑна «Коммунизм ӗҫӗн ударникӗ» ята панӑ. 1987 ҫулта ӗҫре хастар пулнӑшӑн Хисеп грамотипе чысланӑ. Кайран ӗҫ ветеранӗн ятне тивӗҫнӗ.
Руфина Тимофеевна – педгог. Вӑл ку тытӑмра 40 ҫул ытла ӗҫленӗ. Вӑл та – ӗҫ ветеранӗ. Пӗлтӗр Щербаковсем ылтӑн туя паллӑ тунӑ.
Ыран, пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑлта Ҫамрӑксен Николаев вулавӗ иртмелле. 10 сехетре пуҫланаканскере СССР летчик-космонавтне Андриан Николаев космоса вӗҫсе хӑпарнӑранпа 55 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Вулава республикӑн Вӗренӳ министерстви патриотизм воспитанийӗ парас тата ҫӗршыври ӑслӑлӑхӑн тата космонавтикӑн ҫитӗнӗвне сарас, ачасене аэрокосмос пӗлӗве кӑсӑклантарас тӗллевпе йӗркеленине пӗлтерет.
Мероприятие хутшӑнма 22 районпа хуларан кӑмӑл тунӑ. Вӗсем пурӗ 64 тӗпчев ӗҫӗ тӑратӗҫ. Вӗсене пилӗк екцие пайланса хӳтӗлӗҫ: «Пионеры освоения космоса» (чӑв. Космоса ҫых хывнӑ пионерсем), «Аэрокосмическая техника. От первого спутника до системы ГЛОНАСС» (чӑв. Аэрокосмос техники. Пӗрремӗш спутникран пуҫласа ГЛОНАСС тытӑмӗ таран), «Космическая презентация» (чӑв. Космос хӑтлавӗ), «Героям космоса посвящается» (чӑв. Космос паттӑрӗсене халалласа) пултарулӑх секцийӗнче тата «Развитие аэрокосмического образования. Юбилейный урок» (чӑв. Аэрокосмос пӗлӗвне аталантарасси. Юбилейлӑ урок) методпӗрлешӳре.
Паян эпир Петӗр Хусанкай ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнине халалланӑ «Хастарлӑх ҫӑлкуҫӗ» видеосӑвӑсен конкурсӗнче мала тухнисене чысларӑмӑр. Ҫӗнтерӳҫӗсен умӗнче сӑмах калакансен йышӗнче вӗренӳ министрӗ Юрий Исаев, Петӗр Хусанкай ывӑлӗ Атнер Хусанкай, «Сувар» хаҫат редакторӗ Константин Малышев, Чӑваш халӑх сайчӗн тӗп администраторӗ Николай (Аҫтахар) Плотников, YouTube-ри «Шкул ТВ» канал йӗркелӳҫи Владимир Андреев, «Сувар ТВ» йӗркелӳҫи Ултиар Цыпленков тата ыттисем пулчӗҫ.
Маларах систернӗ пекех хӑшӗ миҫемӗш вырӑна тухнине эпир паянхи чыславра кӑна пӗлтертӗмӗр. Ҫавах та вырӑнсӑр юлнисене ахаль хӑвармарӑмӑр — вӗсене те пӗчӗк парне патӑмӑр. Чыслава пӗтӗмлетнӗ май пӗчӗк лотерея та ирттертӗмӗр — пылак ҫимӗҫ выляттартӑмӑр.
Ҫак хутшӑнакансем вырӑнсене тивӗҫрӗҫ (баллсем пирки: мӗн чухлӗ пӗчӗкрех ҫавӑн чухлӗ лайӑхрах; балл — кашни хаклавҫӑ хутшӑнакана миҫемӗш вырӑна панин вӑтам виҫи; сӑмахран, Ершова Аннӑна пӗри 1-мӗш вырӑн панӑ, тепри — 5-мӗш; тепӗр иккӗшӗ — 2-мӗш, вӑтамран вара 2,5 пулать; ку хаклавҫӑ ӗҫе япӑхрах хак панӑ теесрен хӑшӗ мӗнле хакланине пӗлтерместпӗр):
Пӗчӗккисен ушкӑнӗ: Ершова Анна (Етӗрне районӗ; 2,5 балл) — 1-мӗш вырӑн; Фомина Эвелина (Елчӗк районӗ; 4 балл) тата Павлова Карина (Комсомольски районӗ; 4,25 балл) — 2-мӗш вырӑн; Демьянова Вероника (Елчӗк районӗ; 4,5 балл), Усанова Анна (Елчӗк районӗ; 4,5 балл) тата Алексеева Аэлита (Сӗнтӗрвӑрри районӗ; 5 балл) — 3-мӗш вырӑн.
Сӗнтӗрвӑрри районӗн прокуратури тӗнче тетелӗнчи пӗр сайтра каракал ҫурисене сутнине асӑрханӑ. Тӳрех палӑртмалла: ҫак чӗрчуна Пӗтӗм тӗнчери ҫутҫанталӑка сыхлакан пӗрлӗхӗн Хӗрлӗ кӗнекине кӗртнӗ.
Сайтри пӗлтерӗве курсанах прокуратура унпа кӑсӑкланма тытӑннӑ. Унта каракал ҫурин тӗсне, хакне кӑтартнӑ. Сутакан ҫын хӑйӗн номерне те ҫырнӑ. Анчах тискер чӗрчунсенче сутма ирӗк паракан хыпар сайтра пулман.
Прокуратура ӗҫченӗсем ҫав ҫынпа ҫыхӑннӑ. Унтан вӗсем суда ҫак хыпара тӗнче тетелӗнче вырнаҫтарма юраманнине ҫирӗплетмешкӗн заявлени панӑ.
ПУШ | 19 |
Пуш уйӑхӗн 13-мӗшпе 18-мӗшӗсенче пирӗн сайт ҫак хыпарсене ҫутатрӗ (вӗсене ытти чухнехи пекех чи нумай пӑхни тӑрӑх вырнаҫтарнӑ):
• Владимир Викторова мӗнле ӑшӑ пукан лекме пултарасси пирки систертӗмӗр;
• Малти вырӑна тухма пирӗн сайта тишкерсе те пултарасси ҫинчен пӗлтӗмӗр;
• Электронлӑ сӑмахсарсен сайчӗ ҫӗнӗ словарьпе пуянланни ҫинчен каласа патӑмӑр;
• Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ кӑҫал та иртесси пирки пӗлтертӗмӗр;
• Ҫӗрпӳ районӗн пуҫлӑхӗн пуканӗ каллех пушанни ҫинчен хыпар тухрӗ;
• Борис Чиндыков хатӗрленӗ кӗнекесене тӗп хуламӑрти университетра хӑтлани ҫинчен хыпарларӑмӑр;
• Шуршӑл ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне мӗне пула пӗр кунне икӗ хут тытса чарни пирки каласа патӑмӑр;
• Элтепер район пуҫлӑхӗсене мӗншӗн ятланине уҫса патӑмӑр;
• Чӑваш Ен прокуратурине Патшалӑх Канашӗ кама шанма йышӑннине пӗлтертӗмӗр.
ЧР ШӖМӗ ултавҫӑсене шырать. Республикӑра Пенси фончӗн суя ӗҫченӗсем ҫынсене шӑнман пӑр ҫине лартса янӑ тӗслӗхсем пулнӑ.
Пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Шупашкарта пурӑнакан 56 ҫулти хӗрарӑм патне палламан хӗрарӑм шӑнкӑравланӑ, хӑйӗнпе Пенси фончӗн ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ. Хайхискер пенсин пӗр пайне социаллӑ картта ҫине куҫарса пама шантарнӑ, номерне ыйтнӑ, ят-шывпа кӑсӑкланнӑ. Лешӗ ӑна ӗненсе йӑлтах каланӑ. Кӗҫех хӗрарӑм патне СМС-ҫыру килнӗ. Унти хисепсене палламан хӗрарӑм пӗлтерме ыйтнӑ. Юрать, ултавҫӑн ӗҫӗ вӗҫне ҫитеймен. Банк ҫак операци иккӗленӳллӗ тесе блокировка тунӑ.
Сӗнтӗрвӑрри тата Ҫӗрпӳ районӗсенче пурӑнакан хӗрарӑмсем те ултавҫӑ аллине ҫакланнӑ. «Пенси фончӗн ӗҫченӗсем» вӗсен 7500 тата 12500 тенкине вӑрланӑ.
Халӗ полици ҫав ултавҫӑсене шырать. Астӑвӑр: банк карттин даннӑйӗсене никама та пӗлтерме юрамасть.
Чӑваш Енре ВИЧ-инфекциллисен йышӗ ӳснӗ. Пӗлтӗр, 2016 ҫулпа танлаштарсан, ку чирпе 77 ҫын ытларах чирленӗ.
Пӗлтӗр республикӑра ВИЧ-инфекциллӗ 281 ҫынна шута илнӗ. 2015 ҫулта вара кунашкаллисен йышӗ 204 ҫын пулнӑ.
Статистика кӑтартнӑ тӑрӑх, ку чир ытларах ар ҫыхӑнӑвӗ урлӑ ерет. Анчах психотроплӑ япаласене венӑна шприцпа янӑ чухне ВИЧ ертекен йышланнине те палӑртмалла. Ку кӑтарту 2011 ҫултанпа 17,1 процентран 33,9 процент таран ӳснӗ.
Роспотребнадзор 2017 ҫул тӗлне республикӑра 100 пин ҫынран 145-шӗ ВИЧпе чирлине палӑртнӑ. Ку чирпе чирлисене Канаш хулинче, Куславкка, Сӗнтӗрвӑрри, Канаш, Шӑмӑршӑ, Елчӗк районӗсенче нумай шута илнӗ.
Нумаях пулмасть Сӗнтӗрвӑрри районӗнче «Ӳсӗр водитель» рейд иртнӗ. Ҫав вӑхӑтра полицейскисем Шуршӑл ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне, руль умне ӳсӗрле ларнӑскере, тытнӑ. Чи тӗлӗнмелли — ӑна пӗр кунра икӗ хутчен чарнӑ.
Ку пуш уйӑхӗн 9-мӗшӗнче пулнӑ. Чиновник хӑйӗн машинипе пулнӑ. Ӑна Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи инспекторсем чарнӑ.
Машинӑна урӑ водителе панӑ, лешӗ ӑна администраци ҫурчӗ умне кайса лартнӑ. Пуҫлӑхран машина уҫҫине илнӗ. Ку хыҫҫӑн вӑл лӑпланман-ха — тепӗр уҫӑ илнӗ те каллех руль умне ларнӑ. Хальхинче ӑна тепӗр экипаж чарнӑ. Палӑртмалла: ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ икӗ хутӗнче те медицина тӗрӗслевӗ витӗр тухма килӗшмен.
Чӑваш Енри пӗр предприятире тӑватӑ ураллӑ чӑх ӳстернӗ. Вӑл ҫут тӗнчене ҫапла килнӗ.
Мутант Шупашкар районӗнче вырнаҫнӑ предприятире кун ҫути курнӑ. Ӑна сӑн ӳкернӗ, ыттисене кӑтартнӑ.
Чӑх-чӗп хапрӑкӗн ӗҫченӗсем кунашкал чӑха пӗрремӗш хут кураҫҫӗ. Ӑна пуснӑ, анчах малтан сӑн ӳкерме шухӑшланӑ. Чӑх мӗншӗн тӑватӑ ураллӑ пулнине ЧР патшалӑх ветеринари служби ӑнлантарайман, малтан чӑха тӗпчемеллине каланӑ.
Сӑмах май, нумаях пулмасть Сӗнтӗрвӑрри районӗнче виҫӗ ураллӑ качака ҫуралнӑ. Вӑл ыттисем пекех аталанать, чупать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.05.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Михайлов Валерий Юрьевич, РСФСР Аслӑ Канашне суйланнӑ депутат ҫуралнӑ. | ||
| Турхан Энтри, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
| Васильева Ольга Леонидовна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |